Чувашская Республика

Тӑван ҫӗршыв

(Чӑвашла 楚瓦什文 Chuvash)

Ҫурхи тёнче вӑраннӑ чух
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух,
Чун савӑнать, чӗре сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!

Яшсем—хӗрсем вылянӑ чух,
Атте—анне ӑс панӑ чух,
Чун савӑнать, чӗре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!

Тӑвансемпе пӗрлешнӗ чух,
Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух,
Чун савӑнать, чӗре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!